Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Угарин Николай Васильевич

Угарин Николай Васильевич — чӑваш драматургӗ. 1963 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьельте ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Ашшӗ колхозра тракторист пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ — Перекет банкӗнче тӑрӑшнӑ.

1970–1980 ҫулсенче тӑван ялти вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ. Чӑваш чӗлхипе литература предмечӗсем ӑна шкулта вӗреннӗ чухнех килӗшнӗ.

1985 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче инженер-механика вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче хӑйӗн драма таврашне ҫырас ӑсталӑха лайӑхлатнӑ: Плёсра (1993), Питӗрте (2000), Шупашкарта (2002, 2004, 2006 ҫҫ).

1985 ҫулта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хӗсметре пулнӑ. 1987–1989 ҫулсенче Чӗмпӗрти «Искра» савутӑн Пӑчӑрлӑ Пашьел филиалӗнче малтан мастер кайран аслӑ инженер пулса ӗҫленӗ. 1989–2009 ҫулсенче Шӑмӑршӑри халӑх театрӗнче художник-постановщик вырӑнне йышӑннӑ. 2009 ҫултанпа

Пултарулӑхӗ

Сӑвӑсем шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах ҫырма пуҫланӑ. Вӑл ҫулсенчех шкулти спектакльсенче вылянӑ.

Ун пьеси тӑрӑх ҫырнӑ чи малтанхи спектакль Шӑмӑршӑ районӗн сцени ҫинче кун ҫути курнӑ. «Иртни те таврӑнать» ятлӑскерне каярах 1992 ҫулта телевиденипе те кӑтартнӑ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чи малтан «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» спектакльне лартнӑ. Ку 1993 ҫулта пулнӑ.

«Ма кӗске-ши яш ӗмӗр?» спектакле ҫармӑсла та куҫарнӑ.

Чылай пьесисем тӑрӑх «Аксар» студи тата ыттисем илемлӗ фильмсем ӳкернӗ.

Пьесисем:

  • «Иртни те таврӑнать»;
  • «Юнпа вараланнӑ пӗркенчӗк»;
  • «Ах, кӑйкӑрӑм»;
  • «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси»;
  • «Чечек ӑшӗнчи ҫурт»;
  • «Салтак юратӑвӗ»;
  • «Ма кӗске-ши яш ӗмӗр?»;
  • «Туй пулать-и, пулмасть-и?»;
  • «Мӑнкун умӗн»;
  • «Ывӑлсем»;
  • тата ыттисем.

Чыславӗсем, ҫитӗнӗвӗсем

1994 ҫултанпа РФ Ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 2004 ҫулта «Республикӑри чи лайӑх драматург» ята тивӗҫнӗ.

2007 ҫулта тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятпа чысланӑ.

Каҫӑсем

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-18 22:29:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5427 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем